11499 | Вӗтти ваттинчен хӑрамалла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11500 | Икӗ туяллӑ ват карчӑк кин кӳртсен икӗ туйине те пӑрахать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11501 | Иртет иккен ҫамрӑк ӗмӗрсем ырлӑхпала хурлӑх хушшинче. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11502 | Карчӑк кунӗсем каялла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11503 | Карчӑк чӗлхи ял касать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11504 | Карчӑк шӑлӗпе нимӗр ҫиме те ҫӑмӑл мар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11505 | Карчӑкӑн та карӑнас килет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11506 | Карчӑкӗ вилме выртсан старикки те хӑтараймӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11507 | Карчӑкпа старике кӑмака ҫинче вырӑн ҫитмен тет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11508 | Карчӑкпа шӑрчӑк кӑмака хыҫне ырлаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11510 | Кӗҫӗн кине — кисӗп, ватӑ ҫынна — хисеп. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11511 | Кӗҫӗн пуҫ чарӑнман, мӑн пуҫ кайнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11512 | Кӗҫӗн пуҫа асла ан хур. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11513 | Кӗҫӗн пуҫӑн кӗҫенес йӑла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
6434 | Кӗҫӗн пуҫне чарман, мӑн пуҫ кайнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11514 | Кӗҫӗн ҫын ыйхи кӗске пулать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11515 | Кӗҫӗн ҫынна ҫӗн витрепе шыв кӳни килӗшет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11516 | Кӗҫӗн ывӑл — ҫурт хуҫи. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11517 | Кӗҫӗннипе аслӑ пул, аслипе кӗҫӗн пул. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11518 | Мӑн сухал — мӑн кахал. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11519 | Мӑн ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмен. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11520 | Патша калани вырӑнлӑ, ваттисем калани юрӑхлӑ теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11521 | Пӗр ватлӑхра, пӗр яшлӑхра. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11522 | Пӗрре яшлӑхра та, пӗрре ватлӑхра. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11523 | Пӗчик ачана сӑпка кирлӗ, ватӑ ҫынна туя кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11524 | Пирӗн апийӑн тӑхӑр шӑл: улттӑш ҫӑкӑр ҫимелли, виҫҫӗш кинне ҫимелли. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
6454 | Пысӑк ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмен. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11525 | Пысӑкран хӑрас, кӗҫӗнтен вӑтанас. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11526 | Сӗт шӑлӗ ӳкмен-ха, ҫӑвара чӗлӗм хыпма вӗреннӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11527 | Сивӗ ҫитмӗл ҫулхи старике те вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗт тӑвать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11528 | Суха касси тавра ҫаврӑнман-ха, ҫӑварне чӗлӗм хыпнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11529 | Сывӑ чух тарҫӑ кирлӗ, ватӑлсан ывӑл кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11530 | Ҫамрӑк арӑм ӑс ыйтмасть, хӑй вӗрентет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11531 | Ҫамрӑк арӑм ҫармӑс кӗсри пек. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11532 | Ҫамрӑк арӑма ҫумрах тыт теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11533 | Ҫамрӑк ӑс — вӗри пӑс. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11534 | Ҫамрӑк ӗмӗр иккӗ килмест, ӑна лайӑх ирттерес пулать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11535 | Ҫамрӑк ӗмӗр иккӗ мар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11536 | Ҫамрӑк ӗмӗр кӗске килет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11537 | Ҫамрӑк ӗмӗр мӑн ҫулпа килет те, пурӑнма пӗлмесен — кӗске ҫулпа иртсе каять. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11538 | Ҫамрӑк ӗмӗр чечек пулса тӑкӑнать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11539 | Ҫамрӑк йывӑҫ час авӑнать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11540 | Ҫамрӑк кунран-кун малалла, ватӑ кунран-кун каялла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11541 | Ҫамрӑк пуҫ ниҫта та аптрамасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11542 | Ҫамрӑк пуҫа асла хурас мар, ваттисене айӑп тӑвас мар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11543 | Ҫамрӑк пуҫа асла хывмаҫҫӗ тенӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11544 | Ҫамрӑк пуҫӑма йывӑр килсессӗн ҫинҫе пӳҫӗм вӑр-вар авӑнать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11545 | Ҫамрӑк пуҫҫе чармасан ваттисене ят тивет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11546 | Ҫамрӑк сӑн чечекленет, ватӑ сӑн пӗркеленет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11547 | Ҫамрӑк ҫамка хӗрхенмест теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |